Куславкка районӗнчи Тӗмшер ял тӑрӑхӗнче отчет концерчӗ иртнӗ. Ирина Ефремова, Лариса Мотова тата Маргарита Белова Юрий Трифонов ертсе пынипе хитре темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ. Ача-пӑча юррисем те пулнӑ репертуарта. Тӗмшерти тулли мар вӑтам шкулта вӗренекен Яна Репова, Ольга Городскова, Анастасия Николаева юрланӑ. Мария Трофимова юрланине те куракансем ырласа йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Аккордеонпа Иван Карамзин каланӑ. Пилешкассинчи клубӑн «Пилеш» ансамблӗ «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑпа куракан патне тухнӑ. Унсӑр пуҫне ушкӑн «Улах» фольклор композицине кӑтартнӑ. Районти конкурссен ҫӗнтерӳҫи — «Асамлӑ ачалӑх» ансамбль ял ҫыннисене «Вӑрманта, ҫырлара» хавас ташӑпа савӑк кӑмӑл кӳнӗ. «Шурӑ хурӑн» ансамбль те куракансен кӑмӑлне кайма тӑрӑшнӑ. Кашни номере вӑл слайдпа пуянлатнӑ.
Сӑнсем (5)
Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен.
Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ.
Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ.
Сӑнсем (9)
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ кашни ҫулах ҫивӗч пулнӑ темелле. Уйрӑмах — ялсенче. Унти вӑйпитти арҫынсем ҫакна пулах ют хулана куҫ хываҫҫӗ, пысӑк укҫа ӗҫлесе илме тухса каяҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗ сӗнмеҫҫӗ мар-ха, анчах чылайӑшне шалӑвӗ тивӗҫтермест ахӑр. Кӑҫал ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ еплерех?
Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх 0,75 процентпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5108 ҫынна шута илнӗ.
Кун пирки халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерет. Унӑн официаллӑ сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, 4052 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
Пӗтӗмпе республикӑра 13909 ӗҫ вырӑнӗ сӗнеҫҫӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен 1851 ҫын ваканси пурри пирки пӗлтернӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ Муркаш районӗнче пӗчӗк — 0,28%. Унтан списока Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем тӑснӑ. Унта ку кӑтарту 0,29 процентпа танлашнӑ. Етӗрне, Куславкка районӗсенче — 0,37%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,48%.
Нумаях пулмасть Куславкка районӗнчи культура ҫуртӗнче ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн «Калейдоскоп талантов» тата «Ташша яра пар» конкурс-фестиваль иртнӗ.
Фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем те, уйрӑм юрӑҫӑсем те, шкул ачисем те хутшӑннӑ. 5 ҫултан пуҫласа 35-ри таранах сцена ҫине тухнӑ. Тӑватӑ номинаципе иртнӗ. Халӑх вокалне «Эткер» фольклор ушкӑнӗ, «Шевле» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.
Эстрада вокалне чылаййӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Дарья тата Полина Мораньковсем, Мария Романова, Диляра Нуруллина, Ангелина Сорокина…
Вокал ансамблӗсенче «Улыбка», «Снежинки» вокал ансамблӗсем, «Асамат» вокал дуэчӗ, «Волшебное детство» тата «Пчелка» дуэтсем хутшӑннӑ. Кашниех икшер юрӑ юрланӑ.
Хореографи номинацийӗнче «Подсолнух», «Созвездие», «Молния» тата ытти ташӑ ансамблӗсем сцена ҫинче ташланӑ.
Фестиваль пилӗк сехете тӑсӑлнӑ.
Сӑнсем (86)
Паян — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Егоров ҫуралнӑранпа 135 ҫул.
Чӑваш тӗнчинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ ҫын 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ку ял Куславкка районне кӗрет.
Василий Георгиевич тюрколога тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. 1899 ҫулта Чӗмпӗрти учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухать.
Нумай пӗлӳ илнӗскер вӗрентекенте те тӑрӑшать, Сиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшать. Тӑван ҫӗршыва 30 ҫулта таврӑнсан Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче, чӑн училищере ӗҫлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче те тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать.
Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Петр Осипов драматурга, ҫыравҫа, СССР ҫыравҫӑсен союзӗн членне, актера, режиссера, врача, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидатне халалласа «Петр Николаевич Осиповӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ» ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна «Айтар», «Кушар» пьесӑсен авторӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Петр Осипова Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Хӑй те вӑл ҫав театрта актерта ӗҫленӗ. Куславкка районӗнчи Кутемер ялӗнче 1900 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑскер литературӑри ӗҫ-хӗлне 16-ра пуҫӑннӑ. Икӗ теҫеткене яхӑн пьеса ҫырнӑ, автобиографилле 3 роман авторӗ.
Драматургра чун канӑҫне тупнипе пӗрлех Петр Осипов ӑста тухтӑр пулнӑ. Хусанти университетӑн медицина факультетне вӗренсе пӗтернӗ, шалти чирсен кафедринче ординатурӑра ӑс пухнӑ. Шупашкарти хула поликлиникинче тӗп врачра ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ пулнӑ. 43-ре чухне кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ.
Пӗр тесен, депутатсем те ҫынах иккенне ӑнланма пулать-ха. Анчах халӑх ҫинчи ҫынсем ҫавӑн пек усалланни пирки тем каламалла ӗнтӗ.
Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутатне арӑмне хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ. 38 ҫулти депутат, тӗпчевҫӗсен шучӗпе, 23 ҫулти мӑшӑрне икӗ хутчен тӳпеленӗ. Пӗринче, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, — хӑйӗн офисӗнче; тепринче, раштавӑн 9-мӗшӗнче, — килте. Малтанхинче ӑна вӑл ҫӳҫрен ярса илсе ҫӗре туртса антарнӑ, ҫапса-тапса пӗтернӗ. Иккӗмӗш хутӗнче вӑл хӗрарӑма пуҫӗнчен темиҫе хутчен чышкӑпа янлаттарса янӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Ялсенче пултарулӑх ушкӑнӗсем аталанаҫҫӗ, тӗрлӗ районсене тухса ҫӳреҫҫӗ, концерт лартаҫҫӗ. Ҫакӑ ял халахӗн пурнӑҫне илем кӳрет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче Татьянӑсен кунӗнче Куславкка районӗнчен хӑнасем килнӗ. Аманик ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ ҫатракассисене анлӑ концерт программипе савӑнтарнӑ.
Хӑнана килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ ҫатракассисене уяв ячӗпе саламланӑ. Шӑпах ҫаван чухне Нина Васильевна Козырева 70 ҫул тултарнӑ. Унӑн ячӗпе те ырӑ сӑмахсем янӑранӑ.
Аманикри пултарулӑх ушкӑнӗ сцена ҫинче янӑраттарнӑ юрӑсем, ташӑсем ҫатракассисен асӑнче чылайлӑха юлӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫул пуҫлансанах ЧНК хастарӗсем поэт ҫуралнӑ тӑрӑха — Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне — ҫитсе килнӗ. Унта ку ҫулталӑка ҫӳллӗ шайра ирттерессине сӳтсе явнӑ.
Делегацие Слакпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев, шкул директорӗ Ольга Иванова ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. ЧНК президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов ҫу уйӑхӗнче Слакпуҫра уява тӗнче шайӗнче ирттерме май пуррине пӗлтернӗ.
ЧНКан культура комитечӗн ертӳҫи Зинаида Воронова конгресс чӑваш культурине мӗнле аталантарни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем слакпуҫсене те пулӑшма хатӗр-мӗн.
Нина Пӑрчӑканпа Лидия Сарине слакпуҫсене хӑйсен сӑввисене вуласа панӑ. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи шкулта вӗрентекенре ӗҫлекенсем шкулта К.Иванов ҫулталӑкне мӗнле ирттерессипе паллаштрнӑ. Комсомольски районӗнчи «Каҫал» ушкӑн ертӳҫи купӑсне тӑсса янӑ та слакпуҫсем хӗрӳллӗн алӑ ҫупнӑ.
Тепӗр кун ЧНК хастарӗсем Слакпуҫри музейпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла шкула ҫавра сӗтеле пухӑннӑ.
2014 вӗҫленнӗ май «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ «Сӑвӑпа чӗрем юрлать, чун чӑвашлӑхшӑн ҫунать» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Хаҫатра ӗҫлекенсем республикӑри ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем редакцие тупӑшнӑ евӗр ҫырусем вӗҫтернӗ. Кашниех сӑвӑсенче тӗрлӗ темӑна хускатма тӑрӑшнӑ. Чылайӑшӗн сӑвви хаҫатра пичетленме тивӗҫ пулнӑ. Ку — пысӑк хисеп.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ шкулта вӗренекен Юлия Адюкова тивӗҫнӗ. Вӑл 8-мӗш класра ӑс пухать.
Ытти ҫӗнтерӳҫе те палӑртмалла: Наташа Христофорова (Вӑрмар районӗ, Енккасси шкулӗ), Ольга Абросимова (Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш), Аня Николаева (Куславкка районӗ, Кунер шкулӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |